Ял пурнӑҫӗ
Кӑшарни — Христос тӗнне ӗненекенсен пӗлтерӗшлӗ уявсенчен пӗри. Ун умӗн яш-хӗр пуласлӑха пӗлес тесе юмӑҫ ярать. Шел те, юлашки вӑхӑтра ку йӑла-йӗрке ялсенче сӳнсе пырать. Елчӗк районӗнчи Вырӑскасси ялӗнчи ҫамрӑксем вара йӑлана пӑрахӑҫламан. Вӗсем ҫак кун пӗр ҫӗре пухӑнса юмӑҫ янӑ. Клуб заведующийӗ Алина Краснова пухӑннисене Кӑшарнире юмӑҫ яни пирки каласа кӑтартнӑ. Ҫамрӑксем ӗлӗкхи йӑла ҫинчен калаҫнӑ. Унта хӑйсем те юмӑҫ ярса пӑхнӑ. Хӗрсем хапха урлӑ ҫӑматӑ пенӗ, тӗкӗртен пӑхнӑ. Ҫавӑн пекех ҫӗрӗпе, хутпа юмӑҫ янӑ. Пӗр сӑмахпа, ҫамрӑксем вӑхӑта хаваслӑ ирттернӗ. Кун пек мероприятисем яш-хӗре йӑла-йӗркесен историйӗпе паллашма пулӑшаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
Вӑрнарсем пӗлтӗр нумай ачаллӑ тӑватӑ ҫемье ҫӗнӗ пӳрт ӗҫкине тунине пӗлтереҫҫӗ. Вӗсем валли патшалӑх хӑтлӑ та пысӑк ҫуртсем туса лартнӑ. Ҫав ҫуртсене тумашкӑн республика хыснинчен 10,5 миллион тенкӗ уйӑрнӑ. Кульцавра пурӑнакан Ерошинсен 4 ывӑл тата 1 хӗр. Ҫемье пуҫӗ Александр Анатольевич агрофирмӑра ӗҫлет. Мӑшӑрӗ — ача пахчинче. Ҫемье 101 тӑваткал метрлӑ пӳрте хӑйӗн вӑйӗпе лартаймастчех. Патшалӑх пулӑшӑвӗ вӗсемшӗн чӑн-чӑн парне пулса тӑнӑ. Мӑн Явӑш ялӗнчи Петровсем те пилӗк ача ҫуратса ӳстереҫҫӗ. Упӑшки — электрик, арӑмӗ Ҫӗньял Явӑшри культура ҫурчӗн ертӳҫи. Ҫемье выльӑх-чӗрлӗх нумай усрать. Николаевсем Кайри Тукай ялӗнче пурӑнаҫҫӗ. Вӗсем 5 хӗр ҫуратнӑ. Услапа ялӗнчи нумай ачаллӑ Светлана Иванова та нумаях пулмасть ҫӗнӗ пӳрте куҫнӑ. Халӗ Вӑрнар районӗнче пурӑнмалли ҫурт-йӗре лайӑхлатмашкӑн нумай ачаллӑ 16 ҫемье черетре тӑрать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
Елчӗк районӗнчи Атӑкҫырми ялӗнче пурӑнакансем маттурлӑхӗпе палӑрса тӑраҫҫӗ тесен те йӑнӑш мар. Унта уйрӑмах Владимир Николаевич Еремеев хастар. Вӑл чӑннипех те ырӑ ӗҫ пуҫарнӑ. Владимир Николаевич пуҫарнипе ялти пӗвене лайӑхлатма тытӑннӑ. Вӑл кунтах ҫуралса ӳснӗ. Халӗ ашшӗ-амӑшӗ патне хӑнана час-часах ҫӳрет. Хӑй Шупашкар районӗнче пурӑнать, «Атӑл» ял хуҫалӑхне ертсе пырать. Ялти пӗве юлашки ҫулсенче шӑрӑхра типме тытӑннӑ. Халӗ ӑна 2 метр тарӑнӑш чаваҫҫӗ. Унта 1 экскаватор, 2 самосвал ӗҫлеҫҫӗ.
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
2015 ҫулхи кӑрлачӑн 9-мӗшӗнче Красноармейски районӗ 80 ҫул тултарнӑ ятпа ҫавра сӗтел иртнӗ. 1935 ҫулта район Трак районӗ ятпа йӗркеленнӗ, 1940 ҫулта унӑн ятне улӑштарса ӑна Красноармейски районӗ ят панӑ. Халӗ районти 9 ял тӑрӑхӗнчи 89 ялта 15,2 пин ҫын пурӑнать. Ҫавра сӗтел тавра районти предприяти пуҫлӑхӗсем, шкул тата культура ҫурчӗсен ертӳҫисем, райадминистраци ӗҫченӗсем тата ытти чылай ҫын хутшӑннӑ. Пухӑва районти вӗренӳ пайӗн ертӳҫи Алексей Васильев уҫнӑ. Алексей Иванович пухӑннисене район кун-ҫулӗн паллӑ пулӑмсемпе паллаштарнӑ, район историйӗнче сумлӑ ят хӑварнӑ паттӑрсем ҫинчен, районта юлашки ҫулсенчи тунӑ ҫитӗнӳсем пирки чарӑнса тӑнӑ. Ҫавра сӗтел хӑнисем «Трак ен — 80 ҫулта» хӑтлавпа (презентаципе) паллашнӑ. Пухӑва районпа тантӑш ентеше те чӗннӗ. Яковлев Иосиф Яковлевич ӗҫ ветеранӗ шӑпах 1935 ҫулхи кӑрлачӑн 9-мӗшӗнче Мӑн Шетмӗ ял тӑрӑхӗнчи Кушар ялӗнче ҫуралнӑ. 2015 ҫулта районта ҫуралнӑ пӗрремӗш ачан ашшӗ-амӑшне — Прокопьев Константин Александрович ҫурални ҫинчен свидетельство панӑ. Пухӑннисем умӗнче тӗрлӗ ҫулсенчи район ертӳҫисем — С. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
Ольга Терентьевна Терентьева 1925 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 10–мӗшӗнче Вӑрнар районӗнчи Пуканкасси ялӗнче ҫуралнӑ. Ачаранах ӗҫ патне туртӑннӑ, алӑ ӗҫӗсене вӗренсе ȳснӗ, чӑлха-нуски ҫыхма анчах мар, ҫӗвӗ ӗҫӗнче те, тӗрлеме те, чӗнтӗрлеме те ӑста пулнӑ. Ялта та, ҫывӑхри пасара тухса та хӑйӗн ӗҫӗсене сутса укҫа туса ҫемьене пулӑшнӑ. Иккӗмӗш тӗнче вӑрҫи пуҫлансан вунултӑ ҫулхи хӗр аслисемпе пӗрле сухаланӑ, тырӑ вырнӑ, хӗллехи вӑхӑтра вӑрман каснӑ. Иваново облаҫне торф кӑларма та ӑна темиҫе хут та янӑ. Ӗмӗрӗпех тӑван ялта, тӑван колхозра ӗҫленӗ. Вӑтӑр ҫул ытла Пуканкасси ялӗнчи сӗт-ҫу ферминче дояркӑра тимленӗ, ҫав вӑхӑтрах бригадӑри ӗҫрен те пӑрӑнман. Тивӗҫлӗ канӑва тухсан та юратнӑ ӗҫрен пӑрахма васкаман тата пилӗк ҫул хушши дояркӑра ӗҫленӗ. Хӑйне телейлӗ туять Ольга Терентьевна, качча тухса ҫемье ҫавӑрайман пулсан та пӗччен мар вӑл ватлӑх кунӗсенче. Тӑван пиччӗшӗн ачисемпе мӑнукӗсем, вӗсен ачисем уявсенче мӑнаккӑшӗ патне пуҫтарӑнаҫҫӗ. Ытти кунсенче ӑна кинӗ Нина Афанасьевна Терентьева пӑхать. Хисеплӗ ӗҫпе вӑрҫӑ ветеранне ҫуралнӑ кунпа Вӑрнар район администрацийӗн ял хуҫалӑхӗпе экологи пайӗн пуҫлӑхӗ Вячеслав Горбунов, Ярмушка ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Алексей Петров килне ҫитсе саламланӑ, тата нумай ҫул пурӑнма сывлӑх суннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
Кӑҫалхи хӗллехи каникулсем вӑрӑм. Пахчара ӗҫ ҫук, килте телевизор пӑхса канлӗ лар кӑна… Ҫук ҫав. Ҫынсем вӑхӑта усӑллӑ ирттермелли мелсем тупаҫҫӗ. Сӑмах Елчӗк районӗнчи Лаш Таяпа ялӗ пирки-ха. Кунта пурӑнакан Леонид Петрович Кондратьев хӑйӗн килӗ умӗнче каток тунӑ. Ку кӑна мар. Уяв ячӗпе вӑл ҫемйинчи кашни ҫынна коньки парнеленӗ. Леонид Петровичӑн ҫемйи пӗчӗк мар. Вӑл арӑмӗпе пӗрле виҫӗ ывӑла тата пӗр хӗре ура ҫине тӑратаҫҫӗ. Кондратьевсем ял халӑхне Ҫӗнӗ ҫул хыҫҫӑн каток ҫинче ярӑнма чӗннӗ. Ара, кунта пурне те вырӑн ҫитет-ҫке-ха — лаптӑк пысӑк. Халӗ каток ҫинче ача-пӑча сасси куллен янӑрать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
Шкул ачисем каникулта ахаль ларасшӑн мар. Аслисем те вӗсен пурнӑҫне кӑсӑклӑх кӗртме тӑрӑшаҫҫӗ. Шупашкар районӗнчи Чурачӑк шкулӗ ҫумӗнчи Ача-пӑча пултарулӑх центрӗнчи «Ҫамрӑк натуралист» вӗренӳ пӗрлешӗвне ҫӳрекенсем хӗллехи вӑрмана экскурсие каясшӑн. Ачасем кӗртсем тӑрӑх ҫӳрӗҫ, хӗллехи вӑрманпа киленӗҫ. Вӗсем йывӑҫсемпе тӗмӗсене паллӗҫ, чӗрчунсен йӗрӗсене сӑнӗҫ, вӗсем мӗнпе апатланнипе кӑсӑкланӗҫ. Ачасен вӑрманта чылай япалапа паллашма май пулӗ. Йывӑҫсем хӗлле ҫывӑраҫҫӗ-и? Чӗрчунсем хӗле мӗнле хатӗрленеҫҫӗ? Ҫак ыйтусен хуравӗсене те пӗлӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
Вӑрмар районӗнчи Тикаш ялӗнче пурӑнакан Зоя Павловна Кудрова ҫулсерен юртан кӳлепесем тӑвать. Вӑл — ӗҫ ветеранӗ. Хӑй вӑхӑтӗнче трактористра ӗҫленӗ. Кӑҫал та вӑл хӑйӗн йӑлине пӑрахӑҫламан — килӗ умне юр кӳлепесем туса лартнӑ. Тикаш ялӗнче хӑйсен килӗ умӗсене илем кӳрекен ытти ҫынсем те пур. Акӑ Александр Петрович Исаев ҫемйипе пӗрле Хӗл Мучи тата Юп Пике туса лартнӑ. Людмила Александровна Филиппова та килӗ умне илем кӳнӗ. Ӗҫ ветеранӗ Михаил Алексеевич Сафронов та хӑй тӗллӗн Хӗл Мучипе Юр Пикене ӑсталанӑ. Олег Иванович Иванов, унччен ялти культура ҫуртӗнче ӳнер ертӳҫинче вӑй хунӑскер, Мускавран вахта мелӗпе ӗҫлесе таврӑнсан ҫулсерен урамра чӑрӑш лартма тӑрӑшать. Унта ҫемйи, ял халӑхӗ савӑнать. Николай Николаевичпа Галина Александровна Тимушкинсем те ачисемпе пӗрле юр кӳлепесем ӑсталанӑ. Сӑнсем (40) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
Эстрада ҫӑлтӑрӗсем Курнавӑшра Елчӗк районӗнчи Курнавӑш ял тӑрӑхӗнче ҫак кунсенче чылай мероприятии пулса иртрӗ. Ҫӗнӗ Пӑва ялӗнче кӑрлачӑн 3-мӗшӗнче эстрада ушкӑнӗ хӑнара пулса ял халӑхне хӑйӗн концерчӗпе савӑнтарчӗ. Ушкӑнра юрӑҫсем Сергей Павлов, Алина Выйгетова, Аня Ефремова тата Николай Ключников юрланӑ юрӑсене халӑх хапӑлласа йышӑнчӗ. Аня Ефремовӑн ашшӗ-амӑшӗ ҫак ялтанах — ялти халӑх юрӑҫсене чунтанах тав турӗ. Вырӑнти культура ҫурчӗн ертӳҫи Альбина Емельянова хӑнана килнӗ артистсене пухӑннисен ячӗпе саламласа вӗсене пултарулӑхра малашне те ӑнӑҫусемпе телей сунчӗ. Кӑрлачӑн 4-мӗшӗнче ҫак ушкӑн Курнавӑшри ял ӗҫченӗсене хӑйсен илемлӗ юррисемпе чуна тивтермелли концерт кӑтартрӗҫ. Ялхалӑхӗ артистсене чылайччен алӑ ҫупса тав турӗ, ку тӑрӑхри халӑха малашне те концертсемпе савӑнтарма чӗнсе каларӗ. Курнавӑшри Культура ҫуртӗнче ҫулленех кӑрлачӑн 7-мӗшӗнче «Сурхури» уявне ирттереҫҫӗ. Кӑҫал та Ольга Шмелева ҫамрӑксем валли те, аслисем валли те интереслӗ программа хатӗрленӗ. Тӗрлӗ конкурссемпе вӑйӑсене сурхури йӑли-йӗркипе ҫыхӑнтарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
Муркашсем районӑн социаллӑ пурнӑҫӗпе экономика аталанӑвне тишкернӗ. Социаллӑ проектсене ҫулталӑкӗпех пурнӑҫа кӗртнӗ. Ишӗлекен ҫуртра пурӑннӑ Мӑн Сӗнтӗрти 40 ҫемьене ҫӗнӗ хваттер уҫҫине тыттарни те ҫавӑнтах кӗрет. Килес ҫул тата 25 ҫемье ҫапла майпа ҫӗнӗ пӳрт ӗҫки ирттерӗ. Федерацин тӗллевлӗ программине кӗрсе ҫурт-йӗр ыйтӑвне лайӑхлатнӑ 30 ҫамрӑк ҫемьене те ӑмсанасси кӑна юлать. Пӑшӑрхантараканни те пур-мӗн-ха Муркашра. Ял хуҫалӑх отрасльне илсен мӑйракаллӑ шултра выльӑх шучӗ чакса пыни шухӑшлаттарать. Ун пекки уйрӑм ҫын хуҫалӑхӗсенче питех сисӗнет-мӗн. Хӑй вӑхӑтӗнче ячӗ янӑраса тӑнӑ, ҫӗрулми туса илессипе палӑрнӑ «Ударник» предприяти тӑрӑмӗ савӑнтармасть иккен. Вӑл халӗ панкрута тухасси патне ҫитнӗ. Вӑл хуҫалӑха укҫа хывакан пуян кирлӗ. Туризма вара муркашсем ҫине тӑрсах аталантарасшӑн. «Престиж» тата «Волжский эсклюзив» комплекссем федераци программине лекнӗ. Малтан асӑннине тума, сӑмахран, ҫур миллиард тенкӗ ытла уйӑрмалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 763 - 765 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Яков Ухсай, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |